Патӑрьел районӗнчи Еншик тата Тикеш ялӗсене ҫыхӑнтаракан кӗпер ҫӗмӗрӗлнӗ. Халӗ прокуратура унта тӗрӗслев ирттерет. Вырӑнти ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ялтан яла ҫӳремелли чи кӗске ҫул шутланать. Ун урлӑ каҫсан 1 ҫухрӑм кӑна утмалла. Тавран вара 8,5 тата 12 ҫухрӑм каймалла.
Пӑла урлӑ хывнӑ ҫав кӗпер кивелнӗ пулин те унпа тата темиҫе ҫул йӗркеллех ҫӳреме пултарнӑ ҫынсем. Анчах такамсем ӑна ҫӗмӗрнӗ, унтан халӗ кайма ҫук.
Район администрацийӗ ку кӗпер вӗсен балансӗ ҫинче пулманнине каланӑ, ӑна пуҫаруллӑ хысна программипе кӑна ҫӗнетме май пуррине пӗлтернӗ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм пӗлтӗр инсульт чӑтса ирттернӗ. Нумаях пулмасть вӑл каллех пуҫ ыратнипе аптӑранӑ. Сылтӑм урипе алли туйӑмлӑхне ҫухатнӑ. Вырӑнти фельдшер васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Алена Шляпина тата Елена Данилова фельдшерсем ӑна пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ӑна кислородпа сывлаттарса Патӑрьел районӗн пульницине илсе ҫитернӗ. КТ хӗрарӑмӑн пуҫ мимине юн кайнине ҫирӗплетнӗ. Кун хыҫҫӑн пациента Канашри медцентра илсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра фельдшерсем хӗрарӑма сӑнаса пынӑ, кирек хӑш вӑхӑтра та пулӑшу пама хатӗр тӑнӑ.
Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна тӗпчесе пӗтернӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Ача пахчинче тротуара юсамалла пулнӑ. Кун пирки хӗрарӑм 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче подрядчикпа килӗшӳ тунӑ. Ӗҫе вӗҫлемен пулин те тепӗр уйӑхран вӑл кирлӗ хутсене алӑ пусса панӑ. Подрядчика туса пӗтермен ӗҫшӗнех 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара район хыснине тӑкак кӳнӗ.
Паян Патӑрьел районӗнче пӑр ҫуни пирки пӗлтернӗччӗ. Ытти тӑрӑхра та асар-писер ҫанталӑк алхаснӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Теплицӑсене аркатнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ.
Шупашкар районӗнче ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула йываҫсем те ӳккеленӗ. Шорчексси халӑхӗ ҫутӑсӑр юлнӑ. Унта ҫил алхаснӑ, уйра икӗ юпа ӳкнӗ, тепри, ҫурт ҫывӑхӗнчи, таяннӑ. Пралуксем те татӑлнӑ. Ҫапла 17 сехет ҫурӑра ял ҫыннисен электричество пӗтнӗ.
Ҫак вӑхӑтра республикӑри хӑш-пӗр районта аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвать. Тин кӑна, 15 сехет ҫурӑра, Патӑрьел районӗнче хура пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ. Унта пӑр ҫунӑ.
Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, районта путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ.
Аса илтерер:синоптиксем паян ыран 34-36 градус шӑрӑх тӑрасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Кокель плэнерӗ кӑҫал 16-мӗш хут иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, вӑл Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пулнӑ.
Ку таранччен унашкалли пулман. Ӑна харӑсах ӳнерӗн икӗ метрне халалланӑ: Алексей Кокель ӳнерҫе тата Степан Эрьзя скульптора.
Плэнера Мускаври, Тюменьти, Орелти, Шупашкарти, Мускав ҫывӑхӗнчи, Хабаровск крайӗнчи тата Беларуҫри 12 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем Степан Эрьзян тӑван кӗтесӗнче те, Мӑкшӑ Республикинче, пулнӑ. Ӳнерҫӗсем сывпуллашнӑ май 17-мӗш плэнерта тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.
Чӑваш Енре вырмана тухнине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ-ха. Паян тата севок-сухан кӑларма тытӑннине пӗлтӗмӗр. Патӑрьел районӗнче севок ҫине «Красное Знамя» ял хуҫалӑх производство коооперативӗнче тата «Весна» тулли мар яваплӑ обществӑра тухнӑ.
Асӑннӑ тарӑхра севок-сухана 170-е яхӑн гектар ҫинче кӑларма та ӗлкӗрнӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 32,5 проценчӗ пулать.
Сӑмах май каласан, «Красное Знамя» хуҫалӑхра тӗрлӗ культурӑна 1249 гектар акнӑ, ҫав шутран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене — 515 гектар, ҫӗрулмие — 60 гектар, выльӑх апачӗ валли кукуруза — 184 гектар, нумай ҫул ӳсекен курӑксем — 490 гектар.
«Весна» обществӑра ака-суха лаптӑкӗ — 365 гектар, ҫав шутра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 300 гектар, ҫӗрулми — 40 гектар, севок-сухан — 25 гектар.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче паян ирхи 6 сехетре пушар пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пушар 63 ҫулти арҫын кил хуҫалӑхӗнче тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухнӑ.
Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем иреҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Леонид Черкесов хыпарланӑ тӑрӑх, сенаторсем Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенчи тата Комсомольски районӗнчи кӑнтӑр пайӗнчи 90 ялта шывпа тивӗҫтерекен сете тӑвассине ырланӑ.
Унсӑр пуҫне Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре канализаци коллекторӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ адреслӑ инвестици программине ырланӑ.
2024-2026 ҫулсенче лифтсене юсаса ҫӗнетессипе, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче машинӑсемпе блок пӳлӗмӗсене юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин кирлӗ документсене хатӗрлесе Мускава ҫитермелле.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арҫын 1996 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Унӑн виллине вырӑна ҫитнӗ водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача путса вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |